Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Мартӑн 2021, 16:00

Каллех парта хушшине ларнă

Аургазăри шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем вырăс чĕлхипе ЕГЭ панă.

Экзамен Толбазă ялĕнчи лицейра иртнĕ. Вы­пускниксен ашшĕ-амăшĕсем экзамен памалли пĕтĕм процедурăпа паллашнă. Чи малтан вĕсене металл шы­ракан хатĕрпе ют предметсем пуррине тĕрĕсленĕ, ун­тан регистраци пуçланнă. Вĕсем ĕç вырăнĕсене ларнă та 2021 çулхи ЕГЭ бланкĕсене çырса тултарнă.
Пĕрлĕхлĕ госэкзамен панин пĕтĕм процесĕ видеосăнавпа иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕсен шучĕпе, меро­приятие хутшăнни питĕ усăллă пулнă. Вĕсем хăш са­мант ачасемшĕн уйрăмах хумхануллă пулнине курса ĕненнĕ. Халĕ выпускниксен чи çывăх çыннисем вĕсене мĕнле пулăшмаллине пĕлеççĕ.
Читайте нас: