Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Нарӑсӑн 2021, 11:30

Спонсортан çĕнĕ алăксем

„Салават” ХФХ ООО директорĕ Василий Федоров Нагадак шкулне çĕнĕ алăксем парнеленĕ.

Çĕнĕ çул умĕн В.Федоров Нагадакри шкулта пулса кайрĕ. Экскурси вăхăтĕнче вĕренÿ кабинечĕсен алăкĕсене улăштармаллине курчĕ. Тăван шкул нушисем тĕлĕшпе сÿрĕк мар çын пулнăскер, вăл шкула çĕнĕ çулхи çакăн пек парне тума шутларĕ. Пĕр уйăх хушшинче пĕрремĕш тата иккĕмĕш хутри вуникĕ кабинетра çĕнĕ алăк лартрĕç. Спонсор пулăшăвне пула шкулта илемлĕрех тата хăтлăрах пулса тăчĕ!
Василий Иванович ачасем хăтлă условисенче вĕренччĕр тесе пĕрремĕш хут мар пулăшать. Пирĕн ансат мар вăхăтра пулăшма хатĕр çынсем пурри питĕ кăмăллă. Ăна сывлăх, хастарлăх тата ырлăх-пурлăх сунатпăр!

Н. МУХАМЕТОВА,
шкул директорĕ.

Читайте нас: