Аургазă хыпарçи
+25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
21 Нарӑсӑн 2021, 14:05

Янăравлă чěрě сăмах

Толбазă ялĕнчи лицейăн 10-мĕш А классра вĕренекен Светлана Осипова "Янăравлă чĕрĕ сăмах" республика конкурсĕн "Тăван сăмаха юратни" номинацинче диплом илнĕ.

Февралĕн 19-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн Стерлитамакри филиалĕн Тутар тата чăваш филологи кафедринче "Янăравлă чĕрĕ сăмах" вулакансен республика конкурсĕ иртнĕ. Мероприятине Раиса Сарпи поэтесса ҫуралнăранпа 70 ҫул ҫитнине тата Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă. Лицейра вĕренекен Светлана Осипова конкурсăн "Тăван сăмаха юратни" номинацинче диплом илнĕ. Ăна тата унăн вĕрентекенне Алена Ванюшинана пĕтĕм чунтан саламлатпăр! Малашне те ҫитĕнÿсем сунатпăр!
Читайте нас: