2021 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Стерлитамак хулинчи 5 №лĕ гимназинче Галимджан Ибрагимов ученăйне, писателе тата обществăлла деятеле, Россия Федерацийĕнчи Наукăпа технологисен çулталăкне, Пушкăртстан Республикинчи Сывлăх тата активлă вăрăм ĕмĕр çулталăкне халалласа республикăри „Ибрагимов вулавĕсем-2021” наукăпа практика конференцийĕ иртет.