Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Декабрӗн 2020, 15:20

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗлле кӗтсе илеҫҫӗ

Чӑваш Хурамал ялӗнчи В.В. Николаев ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем Ҫӗнӗ ҫула ҫутҫанталӑкра кӗтсе илнӗ.

Районти шкулсенче Çĕнĕ ҫул елкисем иртеççĕ. Кăçал коронавирус чирне пула уявсене урамра йĕркелеме палăртнă.
Чăваш Хурамалӗнчи В.В.Николаев ячĕллĕ вăтам шкулти 5-6-мĕш класра вĕренекенсем уява ял çумĕнчи Крапкав (Кравково) сăрчĕ çинче ирттерме шутланă.
Ту çинчен кăмăл туличчен ярăннă хыççăн 5 тата 6-мӗш классен руководителӗсем Надежда Умова тата Юрий Леонтьев кӑвайт чĕртнӗ, ачасем сосискӑсем ăшаланă, термосран вĕри чей ĕçнĕ. Çавăнтах хыр йывăççине теттесемпе илемлетнĕ, ун тавра Ҫӗнĕ çул юррисем юрласа çаврăннă. Вӗренекенсене Хĕл Мучипе Юр пике те уяв ячĕпе саламланă.
Ачасем уява ҫакӑн пек ирттернипе питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Ю.Леонтьевӑн фотоӳкечӗкӗсем.
Читайте нас: