Аургазă хыпарçи
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Декабрӗн 2020, 13:45

Аургазăри Пифагора – 85!

Аургазăри паллă педагог, лицейра ĕçленĕ чаплă математика учителĕ Владимир Александрович Федоров юбилей паллă тăвать.

Вăл Треппел ялĕнчи ахаль хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех математикăна юратни çинчен калать. Вăл вăхăтра ултă саккăрмĕш класс пулнă, кашни класра – хĕрĕх ача. „Çавна пăхмасăр, пирĕн учительсем – Сергей Иванов, Николай Пашкин, Ольга Романова тата Ольга Николаева – пирĕнпе яланах тимлĕ пулатчĕç”, - аса илет юбиляр.
Пулас математик тăваттăмĕш класс хыççăн шкула кайман. Çăпата туса хăйĕн çемйине вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене тÿссе ирттерме пулăшнă. Пĕр çултан каллех вĕренме пуçланă. Çав вăхăтрах колхозра ĕçленĕ. Хĕлле ял çыннисене вутă турттарнă. Çулла, шăрăхра, аслисемпе пĕр тан сÿреленĕ, кĕлтесене капана хывнă, Белое Озеро ялĕнчи армана тырă турттарнă.
- Мана чи лайăх кĕсре пачĕç, анчах вăл каппăл чирлесе ÿкрĕ: урапана аран-аран сĕтĕретчĕ. Эпĕ питĕ хуйхăраттăм, çавăншăн хам айăплă тесе шухăшлаттăм. Лаша витинче унпа юнашар çывăраттăм, ветврача кĕтрĕм. Пĕр кунхине вăл вилчĕ. Лашана касса пăхрĕç, ытлашши ывăннипе вилнĕ иккен, - каласа парать Владимир Александрович.
Ĕнерхи шкул ачине часах салтака илнĕ, ăна ГДРти Нойруппин хулинчи артиллери чаçне ăсатнă. Служба виçĕ çул çурă вăхăта тăсăлнă. Мускав призывникĕсенчен иртсе кайса, Аургазă каччи çар чаçĕн хисеп кĕнекин пĕрремĕш страницине лекнĕ. Партине кĕнĕ. Полк шкулне пĕтернĕ хыççăн ăна вĕрентекен пулса юлма ыйтнă.
- Артиллеринчен пеме вĕренесси – вăл математика пекех: тĕл шыратăн, орудине тĕллетĕн, унтан пеме команда паратăн. Çак дисциплинăра хăвăртлăхпа эпĕ офицерсенчен иртсе каяттăм, - тет вăл.
Полк шкулĕнче вĕрентнин опычĕ професси суйласа илме пулăшнă. Çартан таврăнсан Стерлитамакри государство педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсран пуçласа пиллĕкмĕш курс таран партбюро составĕнче тăнă. Чи лайăх студент пулнă май, ăна направленипе ĕçе ярассинчен хăтарнă. Пирĕн ентеш çапла Толбазă шкулĕнче ĕçлеме пуçланă.
- Ваканси пулманнине пăхмасăр, Степан Силантьев директор мана коллектива илчĕ. Çĕнĕ çул тĕлне мана хĕрĕх вĕренÿ сехечĕ пачĕç, - каласа пачĕ унчченхи математика учителĕ.
Спорт Владимир Александрович пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă. Вăл çарта чухнех Руппинер-Зе кÿллине урлă ишсе каçнă, çавăншăн ăна пĕрремĕш тата юлашки хут черетсĕр тăватă наряд панă. 1963 çулта барьерсем урлă сиксе 400 метра чупассипе студентсен республика ăмăртăвĕнче чемпион ятне илнĕ. Учительте ĕçлесе район Акатуйĕнче мотоциклпа чупса ăмăртассинче икĕ хут çĕнтернĕ. Анчах математикăна чунтан парăннипе чапа тухнă, çавăншăн ăна „Пифагор” хушма ят панă.
- Манăн вĕренекенсем çулсерен, 1965 çултан пуçласа 2002 çулччен, район тата республика олимпиадисенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Астăватăп-ха, утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекен Наиль Амирханова регион шайĕнче саккăрмĕш класра вĕренекенсемпе ăмăртма ирĕк пачĕç. Вăл çĕнтерчĕ, ăна Мускаври чаплă шкулта вĕренме йыхравларĕç. Шел пулин те, ашшĕ ăна ямарĕ. Шкул хыççăн университет пĕтерсе Наиль физика-математика наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ, - аса илет пенсионер.
„Пифагорăн” вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ пĕтĕм çĕршывĕпе саланнă, пысăк çынна тухнă. Тăван кĕтесре юлнисем çинчен те çаплах калама пулать. Вĕсем – ял хуçалăх управленийĕн главнăй агрономĕ Фидаил Хантимеров, район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика аталанăвĕ, инвестицисем тата предпринимателлĕх енĕпе ĕçлекен заместителĕ Айгуль Шакирова, «Ажемак» кирпĕч завочĕн директорĕ Наиль Сагадиев, унăн заместителĕ Николай Пушко. Вĕсем пурте пĕрле юлашки хут хăйсен учителĕн 60 çул юбилейĕнче пуçтарăннă.
Педагогика ĕçĕнче 43 çул вăй хурса, Владимир Александрович „Ĕç ветеранĕ”, „Россия Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”, „Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” ятсем, олимпиадăсен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕшĕн ПР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине илнĕ.
Унчченхи математика учителĕ халĕ хурт-хăмăр ĕрчетессипе кăсăкланать. Чи лайăх çулсенче 30-40 вĕлле тытнă, сезонра пĕрер тонна пыл туса илнĕ. Халĕ унăн пыл хурчĕн пилĕк çемйи çеç юлнă.
Çемйи унăн кăмăл еккине ырлать. Мăшăрĕпе, Роза Степановнăпа, икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Ачисем амăшĕн профессине суйласа илнĕ. Асли - профессор, хирург, кĕçĕнни - невропатолог. Икĕ хĕр мăнукĕ тата пĕр ывăл мăнукĕ шкулта „пиллĕкпе” çеç вĕренеççĕ. Паллă дата тĕлне çывăх çыннисем ăна хальхи телефон парнелесшĕн пулни çинчен пенсионер вăрттăн каларĕ.
- Эпĕ вĕсемпе яланах çыхăнса тăма пултартăр тесе пулас. Машинăпа халĕ те лайăх çÿретĕп, урасем вара хăнана çÿреме ирĕк памаççĕ, - йăл кулчĕ юбиляр.
Читайте нас: