Проблемăна татса пама вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа май панă. Вăл пулăшнипе Брежнев саманинче лартнă çуртра пăрăхсене тата батарейсене пурне те улăштарнă. Çакăнсăр пуçне, пуçламăш классен кабинечĕсенчи тата ача садĕнчи урайне пĕтĕмпе çĕнетнĕ.
Шкул вĕренекенĕсем тата коллективĕ юсава хывнă хушма укçа-тенкĕшĕн „Салават” ХФХ ООО директорне Василий Федорова, çаплах пулăшнăшăн тата ăнланушăн районти вĕрентÿ пайĕн начальникне Рустам Гилязетдинова тав тăваççĕ.
Халĕ шкулта ăшă. Вĕренÿ процесĕ йĕркене кĕнĕ.