Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Октябрӗн 2020, 12:55

Учитель ачасен куçĕсене курма тивĕçлĕ

Халĕ тĕнче те, шкул та куçумĕнчех улшăнаççĕ. Педагогпрофессийĕ те пысăк пĕлÿ çеçмар, хастар, тÿсĕмлĕ, вăйлăтата хăюллă пулма ыйтать.

Валентина Васильева
пĕррехинче суйласа илнĕ ĕçне 35
çул ытла чунтан парăнса тăрать.
Вăл çак çулсем тăршшĕне Чăваш
Хурамал шкулĕнче вырăс чĕлхи
тата литература вĕрентет.
- Вăл пултаруллă филолог, ăста
специалист, çамрăксен опытлă
наставникĕ тата питĕ лайăх чун-
чĕреллĕ çын. Оперативлă пулни-
пе, ĕç вăхăтне лайăх йĕркеленипе,
яваплă пулнипе уйрăлса тăрать.
Вăл яланах шыравра, яланах ĕçре.
Предметникăн вĕренекенĕсен
ЕГЭ результачĕсем, район, ре-
спублика тата Россия шайĕсенчи
олимпиадăсенчи тата конкурссенчи
çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ, - çапла
калаççĕ вĕрентÿ пайĕнче В. Васи-
льева çинчен.
Цифрăсем тата фактсем каласа
тăмăп, Валентина Александровна
Шланлă ялĕнче çуралса ÿсни, Уфа-
ри педагогика училищине пĕтерсе
направленипе Чăваш Хурамалне
ĕçлеме килни çинчен çеç калăп.
Кунта хăйĕн шăпине тĕл пулнă.
Упăшкипе, Николай Григорьевич-
па, ывăл тата хĕр пăхса ÿстернĕ.
Валентина Васильева çак çулсем
хушшинче çĕршер вĕренекене пĕлÿ
панă. Çавна кăна та мар. Вăл вĕсене
хăйĕн чунĕн пĕр пайне панă. Пур-
не те асра тытать, вĕсем те хăйсен
юратнă учительне манмаççĕ.
Педагогсем кăçал коронавиру-
са пула йывăрлăхсемпе тĕл пулнă.
Дистанциллĕ вĕрентнин, сайтпа
ĕçленин опычĕ пулман.
- Кĕске вăхăтра çĕнĕлле
ĕçлеме вĕренме тиврĕ. Пал-
лах, пăлхантăмăр тата кăштах
аптăрарăмăр. Пĕрремĕш эрне йывăр
пулчĕ. Анчах ĕçе тума пултартăмăр.
Мана хама ытла кăткăс пулмарĕ,
мĕншĕн тесен компьютерпа ĕçлеме
пĕлеттĕм. Вăл манăн кабинетра та
пур. Пиртен нумайăшĕ соцсетьсене
кĕме хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Анчах ялта
çыхăну начар. Онлайн вĕреннĕ
чухне ачасемпе куçăн хутшăнма
пултарайманни чăрмав кÿрет.
Учитель ачасен куçĕсене курма
тивĕçлĕ, - тет педагог. – Лару-
тăру лайăхланассине питĕ шанса
тăратпăр. Тата „дистанта” каллех
таврăнмассине.
Читайте нас: