Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Октябрӗн 2020, 11:50

Саламлатпăр!

Районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Р. ГИЛЯЗЕТДИНОВ саламлать.

Сире Учитель кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп! Ку уява
чи ăслă, ырă тата талантлă çынсене, чăн-чăн профессио-
налсене халалланă! Эсир пирĕн ачасене пахалăхлă пĕлÿ
паратăр кăна мар, вĕсене тÿрĕ кăмăллă, ырă пулма, хăйсен
вăйне шанма та вĕрентетĕр. Сирĕн вĕренекенĕрсем экза-
менсене питĕ лайăх параççĕ, çĕршывăн ятлă-сумлă аслă
шкулĕсене тата колледжĕсене вĕренме кĕреççĕ, пĕтĕм
Российăри тата пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенче тата кон-
курссенче çĕнтереççĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене хаклайми ĕçшĕн, суй-
ласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн уйрăм тав сăмахĕсем
калатпăр.
Хаклă учительсем! Çак уяв лайăх кăмăл-туйăмпа,
ĕçтешĕрсем тата вĕренекенĕрсем сире ăшшăн саламла-
нисемпе тата сунăмсемпе тулли пултăр. Çирĕп сывлăх,
оптимизм, ĕçре çитĕнÿсем, пурнăçри ырлăх-пурлăх сире.
Читайте нас: