Аургазă хыпарçи
+7 °С
Облачно
Вĕрентÿ
28 Сентября 2020, 15:00

Хальхи пек тата ăшă

Кăçалхи çулла Нагадак ялĕнчи шкулта пла­стик чÿречесем майлаштарса лартнă, хутсем хушшинчи алăксене тата апат-çимĕç блокĕн хăшпĕр алăкĕсене улăштарнă.

Халĕ класс кабинечĕсенче хăтлă, ăшă тата хăруш- лăхсăр. Нагадаксем Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна пула çакăн пек юсав тума пултарчĕç.
Проекта район администрацийĕ, спонсор - „Сала­ват” ХФХ ООО директорĕ Василий Федоров тата ял халăхĕ укçа-тенкĕ парса пулăшрĕç. „Альбит” ООО ĕçсен подрядчикĕ пулчĕ.
Шкул администрацийĕ, учительсем тата вĕрене- кенсем шкул проблемине тимлĕх уйăрнисене пурне те тав тăваççĕ.
Н. МУХАМЕТОВА,
шкул директорĕ.
Читайте нас