Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа вĕренÿре, творчество ĕçĕнче тата спор- тра чи лайăх результат тунă уйрăмах çивĕч ăслă ачасене республика пуçлăхĕн стипендине памалла тунă. Республикăри 100 шкул ачи кашни уйăхра укçан посо- би илсе тăрĕ. Претендентсене суйласа илме комисси уçă конкурс ирттерĕ. Вăл икĕ тапхăрпа – муниципаллĕ тата респу- блика шайĕсенче - иртĕ. Вĕренекенсене лайăх ĕлкĕрсе пыни, лайăх характери- стика тата олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем тăрăх суйласа илĕç.