Аургазă хыпарçи
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Сентябрӗн 2020, 13:50

Чи лайăх шкул – Çĕнĕ Федоровкăра

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене йышăннин итогĕсем тăрăх Çĕнĕ Федоровка шкулĕ „Çулталăк шкулĕ-2020” ята тивĕçнĕ.

Николай Глухов директорăн сăмахĕ тăрăх, Çĕнĕ Федоровкăри шкулăн вĕренекенĕсем иртнĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе конкурссене, олимпиадăсене тата ăмăртусене активлă хутшăннă. Вĕсем, тĕслĕхрен, шкул ачисен Пĕтĕм Российăри олимпиадин муниципаллĕ этапĕнче 14 призлă вырăн йышăннă, регионри этапĕнче – пилĕк вырăн. Шкул выпускникĕсем ЕГЭпе пысăк баллă (80 балл ытла) çичĕ ĕç çырнă, вĕсенчен пĕрне – физикăпа – 99 балпа хакланă. Çакăнсăр пуçне, шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне вăхăтлă хатĕрленнĕ. Комисси кабинетсенчи юсав лайăх сыхлан- са юлнине палăртнă, ăна çĕнетме тивменпе пĕр. - Кăçал шкулта 103 ача вĕренĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 7 ача сахалрах. Çав шутра пĕрремĕш класра тăхăр ача тата вунпĕрмĕш класра - ултă ача. Эпир пур- те пĕрле хамăрăн çитĕнÿсене çирĕплетме тата ÿстерме тăрăшăпăр, - терĕ Николай Михайлович.
Читайте нас: