Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
15 Августӑн 2020, 11:00

Пĕлÿ илесси - çĕнĕ йĕркепе

Вĕренÿ çулĕ, яланхи пек, сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланĕ, анчах ачасене пачах урăхла шкул кĕтет, вĕсем хăнăхни мар. Коронавирус лару-тăрăвне пула вĕренÿ заведенийĕсенчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелĕç.

Çакăн çинчен сăмах районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен руководителĕсен тĕлпулăвĕнче пычĕ, ăна хăрушсăрлăх мерисене пурне те пăхăнса ирттерчĕç. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Р. Гилязетдинов шкулсенче тата ача сачĕсенче юсав ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме задача лартрĕ, вĕсем Пĕлÿ кунĕнче ачасене çĕнелсе кĕтсе илмелле. Вăл çаплах пищеблоксем тата шкул столовăйĕсем мĕнле пулнине тимлĕх уйăрчĕ. РФ Правительстви хушнипе кĕçĕн классенче вĕренекенсем сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кăнтăрлахи вĕри апата тÿлевсĕр çийĕç. Столовăйсем лайăх ĕçлеччĕр тесе, çĕнĕ кашăк-чашăк тата савăт-сапа, производство сĕтелĕсем, кухня хатĕр-хĕтĕрĕ, савăтсапа çумалли ваннăсем, стеллажсем, холодильниксем тата шăнтмалли камерăсем туяннă. Кăрманай, Çĕнĕ Федоровка, Тукай ялĕсенчи шкулсен столовăйĕсенче сĕтелпукана çĕнетнĕ. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕн заместителĕ Виля Габбасова вĕренÿ йĕркелемелли çĕнĕ требованисем çинчен каласа пачĕ. Вĕсене Роспотребнадзор Covid-19 сарăлас теветкеллĕх сыхланса юлнă условисенче вĕренекенсене вĕренÿ вăхăтĕнче май пур таран уйăрса яма тата хутшăнусене кемĕтме çирĕплетнĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх кашни класс хăйĕн çумне çирĕплетнĕ кабинетра хăйĕн расписанийĕпе вĕренме тивĕçлĕ, вĕренекенсен хисепне вара 15 таран кемĕтме сĕннĕ, урок пуçланмалли тата перемена вăхăчĕ те кашни класăн хăйĕн пулĕ. Уроксем пуçланас умĕн сотрудниксем тата шкул ачисем пурте температура виçĕç. Кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр, вĕренÿ заведенийĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шкул уяв линейкисемпе, шавлă переменăсемпе тата массăллă мероприятисемпе унчченхи виçеллĕ пурнăçпа хăçан та пулсан пурăнма пуçлассине шанса тăрасси çеç юлать.
Читайте нас: