Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Августӑн 2020, 16:00

Ылтăн медаль лицейра нумайрах

Кăçал районти шкулсенче вунпĕрмĕш клас­ран 148 ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 38-шĕ ылтăн медаль илнĕ. Вĕренÿри уйрăмах пысăк çитĕнÿсемшĕн медальсем кăçал пĕрлĕхлĕ госэк­замен результачĕсене шута илмесĕр панă.

Районти вĕрентÿ пайĕн даннăйĕсемпе, медалистсен­чен 12-шĕ – Толбазă лицейĕн выпускникĕ, пилĕкшер – пушкăрт гимназийĕн тата Куезбашри вăтам шкулăн, тăваттăшĕ – Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкулăн, икшер медалист – Бишкаин, Ишлĕ, Çĕнĕ Федоровка, Семен, Чăваш Хурамал ялĕсенчи вăтам шкулсен, пĕрершер – Степановкăри тата Тукайри шкулсен.
Çак ачасем вĕренÿре çитĕнÿсем тунă çеç мар, рай­онти обществăлла пурнăçа та активлă хутшăннă. Вĕсем çаплах нумай олимпиада тата конкурс участникĕсем, çĕнтерÿçисем тата лауреачĕсем пулнă.
Читайте нас: