Районти шкулсенче вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç кал-кал пырать. Тĕслĕхрен, Нагадак шкулĕнче сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне чÿречесене пурне те улăштарĕç, этажсем хушшинчи алăксем лартĕç.
- Пирĕн шкула 1976 çулта туса лартнă, нумай япалана çĕнетмелле, - каласа парать Наркас Мухаметова директор. – Эпир чÿречесен пĕр пайне Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа тăрăх виçĕ çул каялла улăштартăмăр. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерес тесе, кăçал эпир Программăна каллех лекме пултартăмăр. Халĕ шкул çуртĕнче пĕтĕмпе пластик чÿречесем лартăпăр. Çакăнсăр пуçне, юлнă укçапа этажсем хушшинчи алăксене улăштарма йышăну турăмăр.
Проекта финанслама республика 1 млн та 350 пин тенкĕ уйăрса панă, район администрацийĕ тата спонор („Салават” ХФХ ООО директорĕ Василий Федоров) 100-шер пин тенкĕ хывнă, ял çыннисем хăйсем 100 пин тенкĕ пухнă.
Уфа хулинчи подрядчик - „Альбит” ООО – виçсе кайнă та ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра 46 чÿрече блокĕ тата пилĕк алăк вырнаçтарса лартĕç. Ĕçсене пурне те Пĕлÿ кунĕ тĕлне вĕçлеме планлаççĕ. Шкулта 111 ача вĕренет, вĕсем çак куна çĕнетнĕ çутă классенче кĕтсе илĕç.