Аургазă хыпарçи
+11 °С
Ясно
Вĕрентÿ
8 Июля 2020, 07:20

Шкул лагерĕсем каярахпа уçăлĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ шкулсем çумĕнчи лагерьсене уçмалли датăна куçарма решени йышăннă.

Республика Правительстви маларах ачасене июлĕн 1 тата 3-мĕшĕсенче шкул лагерĕсене канма яма планланă. „Айтăр, çылăха кĕрер мар. Енчен те Роспотребнадзор уçмалла мар терĕ, эппин çапла пултăр, мĕншĕн тесен чир пуçланса каяс пулсан, çавă уголовлă хĕсĕрлев патне çитерĕ, - тенĕ Радий Хабиров. – Хушшинчи дата – июлĕн 13-15- мĕшĕ – лартăпăр. Тĕрĕслесе тăрăпăр”. Республика ертÿçин сăмахĕ тăрăх, регионти санаторисем те халлĕхе хупă пулĕç, обсерватор режимĕпе малалла ĕçлĕç.
Читайте нас