Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Июлӗн 2020, 16:00

Пандеми вăхăтĕнчи экзамен

Районти 140 ытла выпускник коронавируса хирĕçле мерăсене пурне та пăхăнса пĕрлĕхлĕ государство экзаменĕ парать.

Пандемине пула кăçал ЕГЭ яланхинчен каярах иртет. Июнĕн 26 тата 29-мĕшĕсенче районта выпускниксем хутшăнмасăр сăнавлă экзамен иртнĕ. Вĕрентÿ сферин ĕçченĕсем пунктсем тата тĕрĕслев ирттермелли йĕрке сывлăхшăн мĕн чухлĕ сиенсĕр пулнине тĕрĕсленĕ. Июлĕн 3-мĕшĕнче шкул ачисем географипе, литературăпа, информатикăпа тата ИКТпа экзамен панă. Вĕсене ирттермелли пунктсене малтан дезинфекциленĕ тата антисептиксемлĕ дозаторсемпе тивĕçтернĕ. Медиксем кĕмелли алăк патĕнче вĕренекенсен ÿт температурине, ОРВИ паллисем пуррине тĕрĕсленĕ. Аудиторисенче ачасене шахмат йĕркипе 1,5 метр хушăра лартнă, вĕсене медицина маскисем салатса панă. Вырăс чĕлхипе пĕрлĕхлĕ госэкзамен та çавăн пек условисенче иртет. Выпускниксем пысăк шутпа ан пухăнччăр тесе, экзамена икĕ куна – июлĕн 6 тата 7-мĕшĕсене – уйăрнă. Кăçал государство экзаменĕсене памасан та юрать, аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленекенсем çеç вĕсене хатĕрленнĕ. Тĕп шайри математикăна обязательнăй памалли предметсен шутĕнчен кăларнă.
Читайте нас: