Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Июлӗн 2020, 23:19

Шкула пуçтарăнма пулăш

Районта „Шкула пуçтарăнма пулăш” ыркăмăллăх акцийĕ пуçланнă.

Вăл августăн 31-мĕшĕччен пырĕ. Акци тĕллевĕ – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме пулăшасси. Канцеляри таварĕсем, çыру хатĕрĕсем, тетрадьсем, ача-пăча валли творчество пуххисем çĕннисене çеç йышăнаççĕ, портфельсем, шкул форми, учебниксем, илемлĕ литература – çĕннине е лайăх упранса юлнисене. Активлăрах меценатсене Тав çырăвĕсем парĕç. Шкул хатĕр-хĕтĕрĕсене районти çемье службин никĕсĕнче çак адреспа йышăнаççĕ: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 86. Т. 8(34745) 2-18-42. А. АБДУЛЛИНА, çемье службин заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.
Читайте нас: