Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Июнӗн 2020, 15:00

Сывă пул, шкул!

Дистанци формачĕпе вĕренме куçнине пăхмасăр, районти 500 ытла выпускник шкул ăнăçлă пĕтернĕ, нумайччен кĕтнĕ аттестат илнĕ.

Вĕренни çинчен документри паллăсене класс журналĕнчи итог паллисемпе килĕшÿллĕн лартнă. Çавăнпа, ачасем пысăк шутпа ан пухăнччăр тесе, атте­статсене маларах хатĕрленĕ график тăрăх экзаменсем пуçланичченех панă.
Вунпĕрмĕш класс пĕтернĕ 148 ачаран 37-шĕ ылтăн медаль илнĕ. Тăххăрмĕш класс пĕтернĕ 355 ача хуш­шинче 39 отличник.
Географипе, литературăпа, информатикăпа тата ИКТпа пĕрремĕш экзаменсем июлĕн 3-мĕшĕнче иртĕç. Пирĕн выпускниксене тĕрĕслевсене пурне те ăнăçлă иртме, аслă шкулсене вĕренме кĕме сунар!
Читайте нас: