Коронавирус пандемийĕ пирĕн кăçалхи плансене улăштарчĕ. Ăна пула Çĕнтерÿ кунне, Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна тата шкулти мĕнпур уявсене куçарма тивнĕ. Анчах та çакă кăмăлсăрланмалли сăлтав мар. Юлашки шăнкăрав онлайн йĕркепе иртнĕ пулсан та. Вăл пирĕн выпускниксем чăтайми кĕтнĕ çав уявах пулса юлать.
Толбазăри 2 №лĕ вăтам шкул ертÿçисем мероприятине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сценари, видеопа саламланисене çырнă, иртнĕ çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчи кадрсемпе презентаци тунă. Трансляци ирттермелли кабинета мероприятиччен пĕр кун маларах илемлетнĕ.
- Пирĕншĕн çакă пурте çĕнĕлĕх, анчах эпир уява пурне те килĕшмелле ирттерме тăрăшрăмăр, - палăртрĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Наталья Хазиева.
Палăртнă вăхăтра видеоконференцине 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Шкул директорĕ, учительсем тата ашшĕ-амăшĕсем вĕсене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламланă. Хумхануллă самант çитнĕ – юлашки шăнкăрав янранă.
Чаплă линейка 30 минут хушши пынă. Трансляци хыççăн выпускниксем каллех хатĕрленÿ занятийĕсене тытăннă.
- Салхуланма вăхăт çук. Пачах урăхла, эпĕ хавас, экзамена хатĕрленме пирĕн хушма вăхăт пулса тăчĕ, - тет 11-мĕш класс вĕренекенĕ Кирилл Андреев.
Пирĕн çамрăк ăру çакăн пек ансат мар тапхăрта та лайăх енсем курать. Вĕсене лайăххине шанма, çаплах позитивлă тата пурнăçа юратакансем пулма сунар.