Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Майӑн 2020, 16:50

Выпускниксен балĕ пулатех!

2019-2020 çулсенчи вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ.

Районти, республикăри тата çĕршыври кашни шкулта юлашки шăнкăрав янăранă.
Кăçал 1-4 классен (218749 ача) вĕренÿ çулталăкĕ 2020 çулхи майăн 22-мĕшĕнче, 5-11 классенче вĕренекенсен майăн 29-мĕшĕнче вĕçленчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен 43 пин ытла тата 11-мĕш класра вĕренекен 19 пин ытла ачашăн майăн 29-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăранă. Чикĕлев мероприятийĕсене шута илсе кăçал вăл дистанциллĕ майпа иртнĕ.
2020 çулхи июнĕн 29 тата 30-мĕшĕсенче малтанхи тĕрĕслесе пăхмалли экзаменсем иртĕç, июлĕн 3-мĕшĕнчен вара пĕрлĕхлĕ государство экзаменĕсене куçăн майпа парасси пуçланĕ.
ЕГЭ памалли тĕп тапхăр иртнĕ хыççăн выпускниксемшĕн бал иртĕ, вăл июлĕн 25-мĕшĕнче пулмалла. Уяв вечерĕсене яланхи пек учительсемпе, выпускниксемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле, анчах та мĕнпур санитари-эпидемиологи мероприятийĕсене пăхăнса, ирттерме планлаççĕ (енчен те лару-тăру начарланса каймасан!).
Читайте нас: