Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Майӑн 2020, 19:30

ХИСЕПЛĔ ВЫПУСКНИКСЕМ, ПЕДАГОГСЕМ, АШШĔ-АМĂШĔСЕМ!

Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Рустам ГИЛЯЗЕТДИНОВ саламлать.

Сире юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çак кун эсир шкулпа сывпуллашатăр, аслисен пурнăçне алăк уçатăр. Майăн 29-мĕшĕнче кăткăс эпиде­миологи лару-тăрăвне пула шкулсенчи чаплă линейка пуçласа онлайн-форматпа иртрĕ.
Хаклă ачасем! Сире малта вĕренсе тухмалли экзамен­сем кĕтеççĕ, вĕренÿ заведенийĕ суйласа илмелле. Сирĕн умăрта – питĕ нумай çул, кашнин хăйĕн çулне суйласа илмелле пулĕ. Сиртен кашни вĕренÿ çулĕсенче пухнă пĕлÿсене тата хăнăхусене пурнăçа кĕртме пултарассине шанатăп.
Çак кунхине учительсене ĕçе чунтан парăннăшăн, творчествăлла шыравшăн, ырăлăхшăн чунтан тав сăмахĕсем калас килет.
Ашшĕ-амăшĕсене шкула пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ачăрсен çитĕнĕвĕсем сирĕншĕн юратушăн, тăрăшушăн тата тÿсĕмлĕхшĕн парне пулса тăччăр.
Выпускниксене пурнăçра анлă çул, шухăшласа хунă плансене пурнăçа кĕртме, ăнăçу тата телей сунатăп! Çулăр телейлĕ пултăр!
Читайте нас: