Паянхи кун – юлашки шкул шăнкăравĕ – сирĕншĕн хăйне уйрăм. Çак кун хаваслă та, салхуллă та. Салхуллă - мĕншĕн тесен хăвăрăн çамрăклăхри питĕ лайăх тапхăрпа сывпуллашатăр, савăнăçлă – эсир, палăрмалла çитĕнсе, хитреленсе, ăс пухса çĕннине тума, малалла кайма çитĕнсе çитнисен пурнăçне кĕретĕр. Эпир, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, кашни çул Толбазă лицейне юлашки шăнкăрава каяттăмăр. Халĕ вăл онлайн иртет. Ветеран учительсен ятĕнчен сире çак кун ячĕпе саламлатăп. Сывлăх, вĕренÿре çитĕнÿсем, харпăр пурнăçĕнче телей тата юрату, ĕмĕтленнине тума сунатăп. Сирĕн ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. Тата çакна манмасса ыйтатăп: енчен те 19 çулхи Александр Матросов хĕллехи сивĕ ирпе, нимĕçсен çулне пÿлсе, тăшманăн дзотне кăкăрĕпе хупламан пулсан çеçкене ларакан садсем те, йăм-хĕрлĕ каçхи шурăмпуç та, хĕвел хĕрелсе тухни те, çутăласпа тутлă ыйхă та пулмĕччĕç. Енчен те Николай Гастелло хăйĕн çунакан самолечĕпе тăшман танкĕсем çине тăрăнман пулсан, енчен те Атăл патĕнчен пуçласа Эльба таран масарсем – унта пирĕншĕн, пирĕн районшăн, пирĕн Тăван çĕршывшăн чи хаклине, пурнăçне, парса ĕмĕрлĕхех çывăрса кайнă пирĕн салтаксем выртаççĕ – пулман пулсан. Эпир çакна хаклама тивĕçлĕ. Сире сывлăх тата телей сунатăп.