Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Майӑн 2020, 18:15

Ачасен вĕренÿ çулĕ дистанциллĕ майпах вĕçленĕ

Çавăн çинчен ПР Правительствин Премьер-министрĕн заместителĕ Фанур Ягафаров пĕлтернĕ.

„Майăн 12-мĕшĕнчен Пушкăртстан Республикинчи вĕренÿ учрежденийĕсем унчченхи режимпах ĕçлеççĕ, вĕренÿ дистанциллĕ пырать. 1-4 классенче вĕренекенсемшĕн вĕренÿ çулĕ майăн 22-мĕшĕнче, 5-11 классемшĕн майăн 29-мĕшĕнче вĕçленет.
Колледжсемпе аслă шкулсенче вĕренÿ программăпа килĕшÿллĕн вĕçленет.
Майăн 12-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшĕсем ĕçе тухнă ачасемшĕн ача сачĕсенчи дежурнăй группăсенче вырăн уйăрса парĕç. Унта çÿремешкĕн ашшĕ-амăшĕн (законлă представительсен) вĕрентÿ пайне е ача çÿренĕ ача сачĕн руководителĕ ячĕпе майлă кирек епле мелпе ирĕклĕ формăпа заявлени çырмалла. Çавăн чухне пурăнакан вырăнти поликлиникăран ача сывă пулни çинчен справка илмелле.
Хушма пĕлÿ паракан учрежденисем майăн 12-мĕшĕнчен хăйсен ĕçне дистанциллĕ мелпе малалла илсе пырĕç”, - ăнлантарса панă Фанур Ягафаров Фейсбукри хăйĕн страницинче.
Читайте нас: