Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Мартӑн 2020, 15:00

Янăравлă чěрě сăмах

Пушкăрт государство университечěн Стерлитамакри филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедринче «Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсě иртрě. Конкурса Аургазă, Ермеккей, Кăрмăскалă, Белебей, Бишбуляк, Стерлитамак, Федоровка районěсенчен 30 ытла вěренекен хутшăннă.

Кăçал «Янăравлă чěрě сăмах» вулав конкурса Пěтěм тěнчери тăван чěлхесен кунне тата Россия Федерацийěнчи Асăну тата мухтав çулě пулнине халалласа йĕркеленĕ.
Конкурса хутшăнакансене Геннадий Челпир поэт, драматург, «Шур Атăл» литература пěрлешěвěн секретарě; Елена Федорова «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблěн солистки, ПР тава тивěçлě артистки; Ольга Иванова «Тавах» ансамблěн ертÿçи; Лира Афанасьевапа Наталья Карпова БГУ Стерлитамакри филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателěсем; Анастасия Назарова чăваш уйрăмěн 4-мěш курс студентки хак панă.
Кăçал вулав ăстисем А. Артемьевăн, Я.Ухсайăн, П. Хусанкайăн, Уйăп Мишшин, А. Алкан, Ç. Элкерěн, А. Афанасьевăн, Г. Орловăн, В. Тимаковăн, В. Бараевăн, А. Алентейěн, А.С. Савельев-САСăн, З. Сурпанăн вăрçă темипе çырнă сăввисене вуланă. Вĕсем пурте сăвăсене тěрěс янăравлăхпа, сасă çÿллěшěпе, кирлě хăвăртлăхпа тата чуна пырса тивмелле каланă, нумайăшě презентаципе усă курнă. Жюри членěсем вулакансем тивěçлě тумпа килнине те хак панă.
«Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсне республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен килнĕ ачасем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем те йышлăн пулнă. Аургазăри çак вěренекенсем пěрремěш вырăна тивěçнĕ:
Е. Иванова (10 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Н.М. Глухов),
М. Захарова (10 кл., Бишкаин шкулě, Е.В. Савельева),
Т. Федорова (9 кл., Юламан шкулě – Толбазăри лицей филиалě, Ю.Д. Федорова),
О. Никитина (9 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Н.М. Глухов),
В. Никифорова (9 кл., Шланлă шкулě, Н.Н. Васильева),
В. Данилов (8 кл., Бишкаин шкулě, Е.В. Савельева),
А. Глухова (8 кл., Треппел шкулě – Куезбаш шкулěн филиалě, И.Р. Виноградова).

Иккĕмĕш вырăн илнисем:
Д. Ефимова (11 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Н.М. Глухов),
Н. Алексеева (10 кл., Шланлă шкулě, Н.Н. Васильева),
В. Федотова (8 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Г.В. Карпова),
Д. Иванов (9 кл., Бишкаин шкулě, Е.В. Савельева),
А. Иванова (8 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Г.В. Карпова),
Т. Петрова (4 кл., Çěнĕ Федоровка шкулě, Г.В Карпова).

Виççěмěшсем:
А. Никифорова (10 кл., Бишкаин шкулě, Е.В. Савельева),
А. Александрова (9 кл., Толбазăри лицей, вěрентекенě – А.В. Ванюшина).
Çěнтерÿçěсем пурте дипломсемпе парнесене тивěçрěç.
Конкурса хутшăнакансенчен чи нумай балл пухнисене Çтерлě хулинчи ЧНКА председателě О. Бабикова та дипломсем парса хавхалантарнă. Чи пултаруллисем «Тăван чěлхене юратнăшăн», «Актер ăсталăхěшěн» номинациллě дипломсем илме тивěçлĕ пулнă.
Вулав конкурсěн çěнтерÿçисене хатěрленě вěрентекенсем те тав хучěсене тивěçнĕ.
https://ursas.rbsmi.ru/articles/yan-ravl-ch-r-s-makh/t-van-ch-lkhe-kala-ura-ta-purn-ra-ta-pul-shsa-pyt-r/
Читайте нас: