Çурта шал енчен пĕтĕмпех юсанă. Классене кирлĕ пек йĕркеленекен, япаласем хумалли вырăнлă партăсемпе, компьютерсемпе, интерактивлă доскасемпе оборудованиленĕ. Кашни кабинетрах тенĕ пек раковина пур. Шкула çăмăллăн кĕрсе кайма çук: алăк патне турникет майлаштарса лартнă тата хурал посчĕ пур.
Унччен шкулăн пуçламăш класĕсем тăватă кабинетра вĕреннĕ. Икĕ сменăпа вĕренме тÿр килнĕ. Халĕ кашни класăн хăйĕн уйрăм кабинечĕ кăна мар, ИЗО-студи, спортзал, библиотека тата гримернăйпа актовăй зал та пур. Часах ачасен çемçе сĕтел-пуканпа тата теттесемпе канмалли зона та пулĕ.
- Юсава эпир 10 млн тенкĕ ытла укçа хыврăмăр. Ашшĕ- амăшĕсем ыйтнипе хĕллеччен 1,5 млн тенке яхăн парковка йĕркелеме планлатпăр. Çак корпуса уçни пĕтĕм районшăн хаваслă событи. Эпир çак шкултан пирĕн енĕн тивĕçлĕ представителĕсем вĕренсе тухассине шанса тăратпăр! – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов хăйĕн сăмахĕнче.
Сăнÿкерчĕксемпе кунта паллашма пулать: