Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Сентябрӗн 2019, 12:55

Шкул ачисене сертификатсем пама пуçлаççĕ

Пушкăртстанра шкул ачисене кружоксемпе секцисене çÿренĕшĕн тÿлеме сертификатсем пама пуçлаççĕ.

Пушкăртстанра кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа республикăри 36 муниципалитетра шкул ачисен хушма пĕлĕвĕ енĕпе пуçару проектне реализацилеме пуçлаççĕ.
Кашни ача государство уйăрса панă укçа-тенкĕ шучĕпе шкул тулашĕнче хушма пĕлÿ илме пултарĕ. Вĕренÿ çулне сертификатăн вăтам сумми - 8800 тенкĕ.
Республикăри вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Айбулат Хажин республикăри педканашлура сăмах каланă чухне çак пулăшăва укçан илме май çуккине тата ытти тĕллевсем валли тăкаклама юраманнине палăртнă. Çавăн чухне заняти тĕсĕ енĕпе вĕренекенсен суйлавне чикĕлемен. Вĕсем государство, муниципаллĕ учрежденинче, уйрăм организацисенче, уйрăм предпринимательсем патĕнче вĕренме пултараççĕ. Хушма пĕлĕвĕн навигаторĕн каталогĕнче вырнаçтарнă кружоксемпе секцисем пурте проекта хутшăнаççĕ.
Çак сертификатсене электронлă тĕспе параççĕ тата вĕсем кашни ача валли уйрăм пулĕç.
„Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кружоксемпе секцисене çÿреме кăмăл тăвакан ачасене шута илме пуçланă, шута илекен сертификатсене йĕркелесси пырать. Укçа-тенкĕ сертификачĕсем кăçал пуçару варианчĕпе ĕçлĕç, халлĕхе унта Пушкăртстанри хуласемпе районсем тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисем пурте мар хутшăнĕç. Сентябрьте 36 муниципалитетра пурăнакан ачасен 25 проценчĕ çакăн пек электронлă сертификат илнĕ”, - каласа панă Пушкăртстанри Вĕрентÿ министерствин хушма пĕлÿ тата воспитани уйрăмĕн начальникĕ Василя Абдрахманова.
Читайте нас: