Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Августӑн 2019, 14:48

Çĕнĕ шкулсем ĕçлеме пуçлĕç

Пушкăртстанра сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ вунпĕр шкул ĕçлеме пуçлĕ.

Атăлçи федераллă округра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 9 пин те 400 шкул 3,2 млн вĕренекене йышăнĕ. Вĕсенчен 23-шне тин кăна туса лартнă. Атăлçи федераллă округри Владимир Путин Президентăн полномочиллĕ представителĕ Алексаей Кузьмицкий видеоконференци режимĕнче çакăн пек цифрăсем пĕлтернĕ.
Çавăн чухне Атăлçи федераллă округра чи нумай – вунпĕр – шкул Пушкăртстанра туса лартнă. Тата пиллĕкĕшне - Тутарстанра, Пермь крайĕнче тата Самара облаçĕнче – икшер, Мордовинче, Чăваш Республикинче тата Киров облаçĕнче – пĕршер.
„Кăçалхи вĕрентÿ процесĕ хăрушлăхсăр тата ăнăçлă иртессипе тивĕçтересси – пирĕн пĕрлĕхлĕ задача, - палăртса каланă Алексей Кузьмицкий. – Çавăнпа та шкулсен хатĕрлĕх аспекчĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă, вĕсен шутĕнче – пурлăх-техника базине модернизацилесси, сывлăх майĕсем чикĕллĕ вĕренекенсем валли майлă шкул инфраструктури тăвасси, педагогика кадрĕсемпе комплектласси, тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтересси”.
Пушкăртстан çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулни çинчен республикăн вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Айбулат Хажин канашлура пĕлтернĕ. Ун сăмахĕпе, 16 муниципаллĕ образованине пурлăх-техника базине çирĕплетме, тĕпрен юсав тума, энерги перекетлес енĕпе программăна реализацилеме 286,97 млн тенкĕ уйăрса панă, Уфа хулине – 250 млн тенкĕ.
Читайте нас: