Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Августӑн 2019, 16:20

Августри конференци

Район педагогĕсем малашнехи аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă.

Августăн 21-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче педагогика ĕçĕн работникĕсен августри конференцийĕ иртнĕ.
Культура керменĕ умĕнче Российăри театр çулталăкне тата Пушкăртстан Республики пулса кайнине 100 çул çитнине халалланă выставка иртнĕ. Шкулсемсĕр пуçне, нумай профиллĕ колледж, художествăлла керамика студийĕ тата кирпĕч завочĕ хăйсен выставкине тăратнă.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ З.Я.Идрисов, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Обществăлла-политикăлла аталану енĕпе управленийĕн начальникĕ А.Ш.Бадранов, ПР Вĕрентÿ министерствин представителĕ Т.П.Гадельшина, ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ А.М.Ишемгулов, администраци пуçлăхĕн заместителĕ С.П.Цуканов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Р.А.Гилязетдинов, район совечĕн председателĕ М.Ш.Худайбердин, вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсем, педагогсем, пегагогика ĕçĕн ветеранĕсем, çамрăк специалистсем хутшăннă.
Зуфар Идрисов иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă тата малашнехи ĕçĕн чи кирлĕ çул-йĕрне палăртнă.
Чи кирлĕ çул-йĕр шутĕнче – вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе тивĕçтересси, кадрсен потенциалне лайăхлатасси, вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăх-техника базине çирĕплетесси, талантлă ачасемпе системăллă ĕçлесси, цифрăллă хутлăх тата вĕренекенсен сывлăхне упраса хăварасси.
Ĕç ыйтăвĕсене сÿтсе явнă хыççăн хăйсен профессийĕнче çитĕнÿсем тунă педагогика работникĕсене наградăлассин церемонийĕ иртнĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранне Р.Р.Бикмаева, Толбазă ялĕнчи лицей МБОУ директорĕн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ енĕпе ĕçлекен заместительне Г.С.Хасанована, Кăрманай ялĕнчи вăтам шкул МБОУ хими учительне Ф.А.Фахретдинована, Шланлă ялĕнчи вăтам шкул МБОУн „Шĕвĕрлĕ ялĕнчи ача сачĕ” филиалĕн заведующине З.М.Петрована, Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ ача сачĕ МБДОУ заведующине Р.Ф.Амирханована, вĕрентÿ пайĕ МКУ методистне А.Т.Мухаметзянована, педагогика ĕçĕн ветеранне Р.А.Канеевана „Пушкăртстан Республикин Аургазă районĕ муниципаллĕ районăн вĕрентÿ сферинче нумай çул тата кăлтăксемсĕр ĕçленĕшĕн-2019” кăкăр çине çакмалли значокпа наградăланă.
Толбазă ялĕнчи 3 №лĕ вăтам шкул МБОУн ”Кебеç ялĕнчи тĕп шкул” филиалĕн заведующине М.В.Мулюкована, Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ ача сачĕ МБДОУ воспитательне И.Е.Тимофеевана, Аургазăри нумай профиллĕ колледж директорĕн заместительне Э.М.Баймухаметована Пушкăртстан Республикин Аургазă районĕ муниципаллĕ район Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Меселпуç ялĕнчи вăтам шкул МБОУ пуçламăш классен учительне Л.Н.Терентьевана, Толбазă ялĕнчи 1 №лĕ ача сачĕ МБДОУ воспитательне Г.М.Хисамована, Аургазăри нумай профиллĕ колледж директорĕн заместительне Э.Г. Зайкинана Пушкăртстан Республикин Аургазă районĕ муниципаллĕ район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Читайте нас: