Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительство канашлăвĕнче коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче чиркÿсенче пуçтарăнмасса чĕнсе каланă. Çавăн пирки Уфа епархийĕн управляющийĕ Никон митрополит распоряжени кăларнă, унпа килĕшÿллĕн, апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа республикăри прихутсенче тата мăнастирсенче пуринче те кĕлтунă чухне алăксем хупă пулĕç. Пушкăртстан митрополийĕн пуçлăхĕ чиркĕве çÿрекенсене хăйсен килĕсенче, ниçта та каймасăр кĕлтума сĕннĕ.
Христос чĕрĕлсе тăнă куна тĕне ĕненекенсем килте, çемьепе паллă тăвĕç. Апла пулин те, уяв кĕллисене хутшăнмалли май пулĕ. „Союз” тата „Спас” чиркÿ каналĕсенче, çаплах Уфа епархийĕн официаллă сайтĕнче (eparhia-ufa.ru) Мăнкуна халалланă кĕлĕсене пурне те трансляцилĕç.
Ятарлă указпа килĕшÿллĕн, куличсене тата Мăнкун апатне чиркÿ умĕнче урамра кĕлтуса тасатĕç. Халăх ан пуçтарăнтăр тесе, çак процесс татти-сыпписĕр пулĕ. Дежурнăй священник кĕлĕ пĕр хут çеç ирттерĕ.
- Республикăри священниксене тата православи тĕнне тытакансене пурне те лăпкă пулма, çак тĕрĕслеве Турă ирĕкĕ пек йышăнма, кĕлĕсене кемĕтмессе тата Çÿлти Турă Амăшне хута кĕме ыйтма, çаплах пирĕн республикăн пĕтĕм кĕтесĕнчи святойсенчен (эпир тата Турă пĕлекеннисенчен) пулăшу ыйтма сĕнетĕп, - тенĕ Никон митрополит тĕне ĕненекенсене.