Аургазă хыпарçи
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
11 Нарӑсӑн 2021, 17:35

Санаторине - тÿлевсĕр!

Коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ хыççăн санаторинче сипленме 49 пин тенкĕ ытла суммăлăх сертификат илмелли право пур.

1. Харпăрлăх тĕсне тата хăш ведомствăн пулнине пăхмасăр, çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлĕ çынсене сиплекен медицина учрежденийĕсен пĕтĕм работникĕсен.
2. Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствине кĕрекен социаллă тивĕçтерÿ учрежденийĕсен работникĕсен - учреждени карантинра пулнă тапхăрта чирлесе ÿкнĕ тĕслĕхре.
3. Харпăр изоляциленмелли тапхăрта граждансене социаллă пулăшусем паракан харпăрлăхăн мĕнпур тĕслĕ учрежденийĕсен социаллă работникĕсен.
4. Волонтерсен.
5. Роспотребнадзорăн, ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕн работникĕсен.
6. Шалти ĕçсен органĕсен, Росгвардин патрульте çÿрекен тата коронавируспа кĕрешмеллли ытти ĕç тĕсĕсене пурнăçлакан сотрудникĕсен.
7. Граждансем харпăр изоляциленмелли режима пăхăннине тĕрĕслес ĕçе хутшăннă МЧС работникĕсен.
8. Сывлăх сыхлав системин тата вĕрентÿ системин карантинра тăракан организацийĕсенче ĕçлекен ĕçченĕсен.
Сертификат илмешкĕн заявленипе хăш ведомствăн пулнине шута илсе министерствăна каймалла: Сывлăх сыхлав министерстви, Çемье тата ĕç министерстви, Çамрăксен политикин тата спорт министерстви, Вĕрентÿ тата наука министерстви. Комисси майлă решени йышăннă тĕслĕхре заявлени паракана 15 кун хушшинче сертификат е сертификат пама килĕшменни çинчен заключени параççĕ. Сертификат 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăйра тăрать.
Читайте нас: