Россия çыннисен 20-25 проценчĕн çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшпе антителасем пур. Çавăн çинчен Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова пĕлтернĕ. Ведомство руководителĕн сăмахĕпе, COVID-19 чирлеменнисен пурин те вакцинаци тутармалла. Специалист Россия çыннисем обществăлла вырăнсенче маскăсăр тата харпăр хăй хÿтĕленмелли ытти хатĕрсемсĕр кăçалах çÿреме пултарассине шанса тăни çинчен каланă.
Роспотребнадзор пуçлăхĕн сăмахĕпе, коронавирус пыр-карланкă вирусĕсен йышĕнчен тата сезонлă пулмалла.
- Вăл çак пĕтĕмлетĕве çирĕплетсе парать, халĕ майĕпен чакса пырать. Çакă тата эпир пурте требованисене пăхăннине тепĕр хут çирĕплетсе пани те, - пĕтĕмлетнĕ Попова.