Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
21 Декабрӗн 2020, 18:50

Стерлитамакра ковид-госпиталь уçăлнă

Иртнĕ шăматкун Стерлитамакра клиника-диагностика инфекци центрне уçнă. Ăна рекордлă кĕске вăхăтра туса лартнă.

Инфекци центрне хута яма республика бюджетĕнчен 2,19 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Çав шутра строительствăпа монтаж ĕçĕсем тума - 1,4 млрд тенкĕ, медицина тата ытти хатĕрсем, сĕтел-пукан,тĕрлĕ инвентарь туянма 795,6 млн тенкĕ тăкакланă. Строительсемпе медицина ĕçченĕсене саламлама Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров, Россия сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Евгений Камкин, РФ Федераци Совечĕн социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Рязанский, ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров, Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Александр Сидякин килнĕ.
Радий Хабиров врачсемпе медицина сестрисене, мĕнпур шур халатлă çынсене хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕшĕн, хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тав тунă. Çавăн пекех регион Пуçлăхĕ строительсене тав сăмахĕсем каланă. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинче паянхи кун ыйтакан центра туса пĕтернĕ тата урăх регионсенчи ĕçтешĕсене çакăн евĕр госпитальсем хăпартма пулăшаççĕ.
Россия сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко врачсеме тата строительсемпе видиокалаçу ирттернĕ май, паянхи кун çакăн пек объектсем питĕ кирлине палăртнă.
- Стерлитамакри госпитале, хăйĕн «асла пиччĕшĕ» пекех хăвăрт та паха çĕкленнĕ, ăна коронавируспа чирлекенсене сиплеме кирлĕ мĕнпур хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Чи кирли – кунта пысăк квалификациллĕ медицина работникĕсем тăрăшаççĕ,- пĕтĕмлетÿ тунă министр.
Савăнăçлă церемони вĕçĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ медицина работникĕсемпе строительсене патшалăх наградисем парса чысланă. Çичĕ çын РФ сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕн аллинчен «Россия Федерацийĕн сывлăх сыхлав отличникĕ» палла илнĕ. Инфекци центрне уçнă хыççăн пысăк хăнасем ковид-госпиталĕн корпусĕпе паллашнă. Вăл пациентсене йышăнма хатĕр.
Хальхи çĕнĕ госпитальте пурĕ 74 бокслă палата. Ĕçлекен персонал шучĕ 400 çынна яхăн. Вĕсен шутĕнче – 136 врач, 152 медицина сестри.
Читайте нас: