Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
6 Июлӗн 2020, 22:35

Ырă ĕçсем пурнăçа илем кÿреççĕ

ПР сывлăх сыхлав ветеранĕ Владимир Леонтьевич УМОВ хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа парать.

Эпĕ вăрçă ачисем ăруран. Владимир Леонтьевич ятлă. Ача чухнех нумай хур-шур тÿсрĕм. Çăкăр татăкĕн хакне лайăх пĕлетĕп. Унчченхи вăхăта, çамрăклăхри кунсене, вăрçă çулĕсене аса илетĕп... Вара сумлă ÿсĕмре та çĕнĕ вăй хушăнать. Манăн, ял ачин, пурнăç çулĕ Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăр çулĕсенче пуçланчĕ. Аттепе анне, Марфа тата Леонтий Умовсем, хăйсен пилĕк ачине çынсем умĕнче те, Турă умĕнче те намăс курмалла ан пултăр тесе пăхса ÿстерчĕç. Атте фронта кайсан пире уйрăмах хĕн пулчĕ. Анне, ялти ытти хĕрарăмсем пекех, ĕçсĕр пуçне нимĕн те курмасăр, ир пуçласа каçчен ĕçлетчĕ. Колхозри тата килти пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем тата ачасем çине тиеннĕччĕ. Эпĕ пилĕк ачаран асличчĕ. Йывăр килчĕ, çăпата та питĕ лайăх атă-пушмак шутланатчĕ, халĕ вара савăнса кăна пурăнмалла. Атте, Леонтий Егорович, Белоруссине фашистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Орденсемпе тата медальсемпе наградăланнă. Шел пулин те, вăрçă участникĕсен, салтаксен тăлăх арăмĕсен, тыл ĕçченĕсен хисепĕ чакса пырать. Анчах вĕсене тимлĕх уйăрма тата пулăшма пире шăл çемми. Вĕсене тайма пуç, Турă сывлăх тата вăрăм кун-çул патăр. Çар служби хыççăн эпĕ комсомолăн Пушкăрт АССР Аургазă район комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса ĕçлерĕм. Унтан Пушкăрт государство медицина институтне пĕтертĕм. Хамăн пурнăçăн 40 çулне, 1966 çултан пуçласа 2006 çулччен, Ишимбай районĕн сывлăх сыхлав сферине халалларăм. Ишимбай район больницин главнăй врачĕ пулса 16 çул ăнăçлă ĕçлерĕм. Района Ишимбай хулипе пĕрлештерсен Ишимбайри районăн тĕп больницин психоневрологи диспансерĕн главнăй врачне уйăрса лартрĕç, участокри психиатр врач пулса ĕçлерĕм. Ĕçтешсемпе пĕрле нумай çул тăрăшса ĕçленине палăртмасăр хăвармарĕç. Ĕç медалĕсемпе наградăларĕç, „Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ят пур. Манăн ята Ишимбай хулин Энциклопедине кĕртнĕ. Врач ĕçĕ ăнăçлă пулса тăнăшăн, ытарма çук арăмпа, Болотино ялĕн хĕрĕпе Валентина Мутяковапа, хĕрĕх икĕ çул та 11 кун пурăнма пÿрнĕшĕн телейлĕ. Шăпана икĕ медик хĕршĕн, пĕр ывăл мăнукшăн тата икĕ хĕр мăнукшăн тав тăватăп. Мăшăр 15 çул каялла онкологи чирĕнчен вилсе кайрĕ. Çавăнтанпа хамăн хваттерте пĕччен, чун-чĕререн Турра хисеплесе пурăнатăп. Кĕçĕн хĕрĕм, Лариса, маншăн пирĕшти вырăнĕнче. Арăм пурнăçран уйрăлнă хыççăн унран çывăхрах çын çук. Мана Ишимбай çынни тесе шутлаççĕ, анчах эпĕ Аургазă районĕнчен. Треппел ялĕнче çуралса ÿсрĕм. Эпĕ хамăн ялтан тухса кайнăранпа нумай вăхăт иртрĕ. Ишимбай çĕрĕнче тымар ятăм, унта мана тăвана йышăннă пек йышăнчĕç. Эпир кунта пурăнтăмăр, ĕçлерĕмĕр, ачасем çитĕнтертĕмĕр. Анчах хăшпĕр чухне тăван кĕтес, çара ураллă ачалăх манăн тĕлĕке кĕрет. Турă мана ĕçлĕ пурнăçпа пурăнма май панăшăн эпĕ чикĕсĕр телейлĕ. 82 çулта та хама çирĕп туятăп, событисене пурне те пĕлсе тăратăп, хаçат вулатăп, телевизорпа хыпарсен программисене пăхатăп, асаилÿсем çыратăп. Тунсăх пуссан хамăн тăван яла аса илетĕп. Вăл манăн чĕрере яланах пулнă тата çавăнта юлĕ.
Читайте нас: