Аургазă хыпарçи
+25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
21 Июнӗн 2020, 13:10

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ветеранĕсем тата ĕçченĕсем!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ З. ИДРИСОВ саламлать.

Район Совечĕ тата администрацийĕ сире професси уявĕ ячĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлаççĕ!
Чи гуманлă тата пархатарлă профессисенчен пĕрне суйласа илсе, эсир кашни кун пулăшма васкатăр, аургазăсен пурнăçне тата сывлăхне сыхлатăр.
Кăçал уяв коронавирус пандемийипе тÿр килчĕ, сирĕн професси мĕнле пĕлтерĕшлĕ тата яваплă пул­нине эпир тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Ырми-канми ĕçленĕшĕн, çынна хĕрхеннĕшĕн, ăшă кăмăллăхшăн тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн тав тунине йышăнсамăр.
Сире çирĕп сывлăх, телей тата çемье ырлăх-пурлăхĕ сунатпăр! Ĕçри çитĕнÿсем тата хисеплекен пациентсем савăнăç кÿччĕр!
Читайте нас: