Медицина ĕçченĕ – професси çеç мар, вăл кулленхи паттăрлăх тата геройлăх. Ют çын пурнăçне çăлса хăварни тата пĕр вăхăтрах çынна ырату кÿни, çынсене сиплени тата хăвăн йышăнăву тĕрĕс пулни пирки иккĕленни вăй-хал тĕлĕшпе те, психологи тĕлĕшпе те çав тери йывăр. Çавна шăпах пирĕн ĕçтешсене ансат мар условисенче, хăшпĕр чухне хăйсен вăйне, вăхăтне тата лару-тăрăва шута илмесĕр, çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлĕ пациентсене госпитальсенче, провизор уйрăмĕсенче медицина пулăшăвĕ пама тивни паянхи кунра мĕн пурри çирĕплетсе парать. Профессионализмшăн, сыхласа хăварнă сывлăхшăн, ырă кăмăллă пулнăшăн тата ырăлăхшăн пациентсем чунтан тав туни пĕтĕм тапхăрти медицина ĕçченĕсемшĕн те чи лайăх награда пулса тăрать. Çыннăн пурнăçпа сывлăхсăр пуçне хаклăраххи нимĕн те çук, вĕсем, пулăшассине ĕненсе, шăпах ăна пире шанса параççĕ.
Уяв кунĕнче ĕçре пулакансене – стационарсенче, „васкавлă пулăшу” бригадисенче тата ытти медицина учрежденийĕсенче дежурствăра тăракансене - уйрăм тав сăмахĕсем калас килет. Ырă аллăрсемшĕн тата чĕрĕрсемшĕн тавтапуç сире. Çак тĕнчере вăрахрах пурăнăр, çынсене пурнăç, сывалас шанăç, сывалнин савăнăçне парнелĕр, çак тĕнчене ырăлăх тата юрату кÿрĕр. Сирĕн хăвăрăн сывлăхăр çирĕп пултăр.