Аургазă хыпарçи
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
21 Июнӗн 2020, 12:10

Чи лайăх амбулатории

Шланлăри врач амбулаторине çакăн пек типлă пилĕк медучреж­дени хушшинче чи лайăх служба тесе йышăннă.

Кунта вунă çын ĕçлет, çав шутра икĕ врач – терапевт тата стоматолог, ултă медработник, икĕ уборщица. Амбулато­рине чĕрĕк ĕмĕре яхăн Алексей Михай­лов ертсе пырать, терапевт пулнă май, вăл пациентсене те йышăнать. Васкавлă пулăшу пама амбулаторинче кирлĕ пĕтĕм оборудовани пур. Физкабинет тата клиника лабораторийĕ те.
Медработниксем 14 яла тивĕçтерсе тăраççĕ, вĕсенче 2500 çын пурăнать. Шланлăсемсĕр пуçне, вĕсем çумне Сементи, Шĕвĕрлĕри, Анат Бегенеш­ри тата Наумкинти фельдшер-акушер пункчĕсене çирĕплетнĕ. Врач амбулато­рине кунне 30 яхăн пациент килет, вĕсем валли виçĕ койкăлăх стационар пур. Кун­та хăйсен ĕçне чунтан парăннă, пулăшма тăрăшакан специалистсем ĕçлеççĕ.
- Ялти медикăн, хулари ĕçтешĕсемпе танлаштарсан, чирлĕ çынсемшĕн яваплăх яланах пысăкрах. Ялта мĕнпурĕ куç умĕнче. Эпир малтанхи пулăшу паратпăр. Йăнăшма юрамасть. Кайран сана шанмĕç, - тет Алексей Степано­вич. – Пирĕн коллектив туслă, пĕрлĕхлĕ. Пысăк опытлă медиксем пур. Тĕслĕхрен, Любовь Иванова участокри медсестра çак ĕçре 40 çул ĕçлет ĕнтĕ. Çамрăксем пур, ыттисĕр пуçне вĕсем тата хальхи технологисене лайăх пĕлнипе паха.
Заведующине ялсен малашлăхĕ канăçсăрлантарать. Халăх ватăлса пы­рать – иртнĕ çулталăк вĕçĕ тĕлне 800 пенсионер ытла шутланса тăнă, ача­сем вара икĕ хута яхăн сахалрах. Тата вилекенсен шучĕ çуралакан ачасен хисепĕнчен темиçе хут пысăкрах. Медик­сем чире сирсе ярасси çăмăлрах теççĕ. Çавăнпа кунта çулсерен пĕр пине яхăн çитĕнсе çитнисен тата ачасен диспансе­ризацине ирттереççĕ. Кăçал коронавиру­са пула çеç чарăнса тăнă.
Çулла ачасен хисепĕ ÿсни – хăйсен, вырăнтисем, тата каникула хуларан килнисем – сисчÿлентерет. Аслисем сыхă пулмалла, мĕншĕн тесе ача-пăча плотинăра шыва кĕме пуçлать.
Шланлăра хăçан-тăр 25 койкăлăх участок больници пулнă, анчах вунпилĕк çул каялла ăна çĕнĕлле йĕркелесе врач амбулаторийĕ туса хунă. Çурчĕсем кивĕ – 50-70-мĕш çулсенче туса лартнисем. Юсав кирлĕ. Кăçал тинех çурт тăррисене юсанă. Анчах пĕтĕмпе мар. Урайсене, чÿречесене улăштармалла. Шланлăсене çакăнта кăмăллă хыпар кĕтет.
Толбазăри районăн тĕп больницин главнăй врачĕн Виталий Тарасовăн сăмахĕ тăрăх, çулла йывăç чÿречесене пластик чÿречесемпе улăштарĕç.
- Çак служба мĕнпур кăтарту тăрăх чи лайăх результат туни савăнтарать. Çакă пĕтĕм медперсоналăн тата, паллах, Алексей Михайловăн хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ. Ун пеккисем çинчен ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулса тухнă теççĕ, - тет Виталий Григорьевич.
Читайте нас: