Надежда Александровна районта коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес енĕпе çул уçакан пулса тăнă тесе калама пулать. Вăл хăрушă условисенчен пăрăнман, covid-19 чирлĕ тата чир ертнĕ тесе шухăшлакан аургазăсене пĕрремĕш пулса сиплеме тытăннă. Халĕ 26 çулхи специалист районти тĕп больницăн инфекци госпитальне виççĕмĕш хут вахтăна тăнă. Врач „хĕрлĕ зонăра” госпитальти медработниксенчен пуринчен те нумайрах – 40 кун ытла – ирттернĕ. Çавăншăн район больницин ертÿçисем ăна „РФ Сывлăх сыхлав министрĕ тав туни” награда илме тăратнă.
Виçĕ çул каялла, Пушкăрт государство медицина университетне пĕтернĕ хыççăн, Çĕнĕ Федоровкăра çуралса ÿснĕ хĕр тăван кĕтесне таврăннă, „Земство врачĕ” программа участникĕ пулса тăрса, Толбазăри районăн тĕп больницинче ĕçлеме пуçланă. Унăн икĕ пĕчĕк ача пур. Кĕçĕн хĕрачи часах икĕ çул тултарать, асли тăваттăра. Çамрăк хĕрарăм хăйĕн çывăх çыннисене вăрахчен курмасан хĕн пулни çинчен калать. Телефонпа шăнкăравлани çеç çителĕксĕр, вĕсемпе юнашар пулас килет. Упăшкине ыталас, ытарма çук хĕрачисене чуптăвас, хунямăшĕпе калаçас килет, вăл кинне питĕ пулăшать вĕт. Смена тăршшĕпе мăнукĕсене асламăшĕ пăхать. Упăшки, Александр, МЧСра ĕçлет.
Врач професси уявне çемйипе мар, пациентсем хушшинче кĕтсе илет пулин те, Надежда кулянмасть. Медиксем хăйсен вăхăтне тата вăйне парса, усал вируспа кĕрешеççĕ, пациентсен сывлăхне сыхласа хăвараççĕ вĕт, çакă, паллах, хисепленине тата тав тунине тивĕçлĕ.
Толбазă госпиталĕнче COVID-19 чирлĕ тата унпа чирлĕ тесе шухăшлакан 30 çынна сыватнă.