Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
20 Августӑн 2019, 17:49

Пушкăртстана Мускавран онкологсем килĕç

Мускаври Наци медицина тĕпчев центрĕн онколог-мамологĕсем эрне тăршшĕне Пушкăртстанра ĕçлĕç.

Специалистсем Стерлитамакра тата Салаватра пациентсене консультацилĕç. Çавăн çинчен регионти Сывлăх сыхлав министерствин руководителĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.
РФ Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп онкологĕ Андрей Каприн академик ертсе пыракан онколог специалистсем пациентсене тÿрех пысăк предприятисенче йышăнĕç, шыçăсем тĕлĕшпе диагностика, скрининг ирттерĕç.
Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, халăх ырласа йышăнсан, малашне те „медицина десанчĕ” ĕçлĕ.
Халлĕхе вара пайăр специалистсем врачсем çителĕксĕр пулса тăракан районсене тухса çÿрĕç. Хăшпĕр ялта специалист патне лекессине 10 кун ытла кĕтмелле. Çавăн пек районсен списокне тăваççĕ. Кадрсен дефицичĕн ыйтăвне татса панă вăхăтра врачсем çакăн пек тухса çÿрени пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илес енĕпе лару-тăру çивĕчлĕхне кемĕтĕç.
ПР Сывлăх сыхлав министерстви „Сывлăх сыхлавĕ” наци проекчĕн йĕркипе регионта çичĕ проект реализацилет. 2019 çулта вĕсене реализацилеме пурĕ 5 млрд тенкĕ ытла тăкаклама планланă, вĕсенчен 2,5 млрд – федераллă бюджет укçи-тенки.
Читайте нас: