Аургазă хыпарçи
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
29 Июлӗн 2019, 13:14

Донор пурнăçа çăлса хăварать

Толбазăри фельдшер-акушер пунктĕнче Донор кунĕ иртнĕ.

Ăна Уфа хулинчи юн яракан республика станцийĕн вырăнсене тухса çÿрекен бригадипе пĕрле йĕркеленĕ. 100 çын юн пама килнĕ. Лаборатори тĕпчевĕсен результачĕсемпе тата терапевт врач тĕрĕсленĕ хыççăн 76 донор суйласа илнĕ. Толбазăри район больницин оргметодпайĕ Толбазăри, Юламанти, Наумкинти фельдшер-акушер пункчĕсен, Бишкаинти тата Меселпуçĕнчи врач участокĕсен фельдшерĕсем активлă ĕçленине палăртать.
Врачсем юн панă хыççăн çын организмĕ çамрăкланать тата хăйне хăй çĕнелет тесе шутлаççĕ. Донорлăх атеросклероз, пĕвер тата хырăмай парĕн чирĕсен, тромбофлебит, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен, апат ирĕлтерекен органсен патологийĕн профилактики пулса тăрать.

Ираида ПОЛЕЖАЕВА.

Читайте нас: