Пушкăртстанра ординатурăра тĕллевлĕ вĕренме квотăсем палăртнă. Пушкăрт государство медицина университетĕнче 365 выпускник-медик федераллă укçа-тенкĕ шучĕпе вĕренĕ.
Педиатрсене тĕллевлĕ вырăнсем нумайрах уйăрса панă. Федераллă бюджет шучĕпе ординатурăна 54 врач вĕренме кĕрĕ.
„Терапи” специальноçа 34 квота уйăрса панă, „Инфекци чирĕсем” – 26.
„Анестезиологи-реаниматологи” специальноçпа тĕллевлĕ вырăнсем нумай: ку направленипе 24 медика йышăнĕç.
„Акушер ĕçĕпе гинекологине” 21 вырăн хăварнă.
Çак специальноçсемпе ĕçлекен специалистсем Пушкăртстанра чи кирлисем шутланаççĕ.