Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
13 Июнӗн 2019, 17:35

Профессине юратса

Элина Герасимова врачшăн чи кирли - чирлисене пулăшасси.

Врач профессине вăл шкулта вĕреннĕ çулсенчех суйласа илнĕ. Ашшĕ пекех больницăра ĕçлесси килнĕ. Ача чухне час-часах ун патĕнче ĕçре пулнă. Больница шăрши уншăн çывăх пулса тăнă, мĕншĕн тесен хĕрачашăн вăл ашшĕн – район больницин хирургĕ Евстафий Семенов - сăнарĕпе çыхăннă. (Унăн ашшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче фельдшер пулса салтаксене сипленĕ).
Медицина институтĕнче вĕренÿ Элинăна çăмăл парăннă. Студент лайăх специалист пулас тесе, май пур таран нумайрах пĕлÿ илме тăрăшнă. 1992 çулта Толбазăри районăн тĕп больницинче терапевт пулса ĕçлеме тытăннă.
- Паянхи кун медицинăра нумай улшăну пулса иртрĕ. Анчах та маншăн, çулсем иртнĕçем, пациентсем çине пăхасси улшăнмарĕ. Вĕсене пулăшас кăмăл тата та пысăкланчĕ, - тет Элина Евстафиевна. – Врач чирлĕ çынна хăйĕн чирĕпе пĕччен хăварма тивĕçлĕ мар. Пациент шурă халатлă çынна шанни пĕлтерĕшлĕ. Çавăн чухне сĕнÿсене те пĕр иккĕленÿсĕр пурнăçлĕ, хăвăртрах сывалĕ те.
2005 çултан вара Элина Герасимова район больницин терапи уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Коллективра 12 сотрудник.
- Вĕсем пурте чун ыйтнипе ĕçлеççĕ, опычĕ пысăк. Результат та çавăнтан килет вĕт. Иртнĕ çулта уйрăмра 1100 çын сипленнĕ. Койкăсем пушă тăмаççĕ, вĕсем пурĕ 41, - каласа парать уйрăм заведующийĕ.
Ĕçтешсене хисеплени руководителĕн пахалăхĕсенчен пĕри тесе шутлать вăл. Ăна пăхăнакансем вĕсене çакăн пек коллективра тивĕçĕсене начар пурнăçлама намăс пулĕччĕ тесе пĕлтереççĕ. Тав тунисен тетрадĕнчи çырса хунисем те коллективăн яваплăхĕ тата ырă кăмăлĕ çинчен калаççĕ.
- Кунта мĕн чухлĕ ырă сăмах, эсир вĕсене вулатăр-и? – ыйтатăп врачран, тетрадь листисене уçкаласа.
- Вулатăп. Вара çавăн чухне тата та лайăхрах ĕçлес килет. Пациентсен „Мана лайăхрах пулса тăчĕ” сăмахĕсем - маншăн чи пĕлтерĕшли.
Элина Евстафиевна çаплах кардиолог врач та. Унăн ĕç графикĕ епле тулли пулсан та, йышăнăва килекенсем çинче çакă палăрмасть.
- Кашни çын больницăна шанчăкпа килет. Вĕсене пулăшасси – пирĕн тивĕç. Пациента клиент пек мар, чирлĕ çын пек йышăннă чухне çавна тума çăмăлрах, - шутлать кардиолог.
Врач ĕç кунĕ хыççăн ĕç çинчен яланах мар манма пултарнине пытармасть.

- Эпĕ чирлĕ çынсем çинчен шухăшласа çывăрса каятăп тата вăранатăп. Вĕсем çинчен шухăшсем пуçран тухмаççĕ. Пирĕн реанимацинче йывăр чирлĕ çынсем выртаççĕ вĕт.

Вăл яланах уйрăма шăнкăравлать, тĕпчесе пĕлет, тепĕр хут сĕнÿсем парать.


Упăшки, Алексей Александрович тата хĕрĕсем ăна ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Асли, Марина, нефть университетне, Алена БГУ юрфакне пĕтернĕ, кĕçĕнни, Маргарита – шкул ачи.
Врач çемйинче хăйсен сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнипе интересленетĕп.

- Эпир активлă кану юрататпăр. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Çулла май пур таран ытларах çуран çÿреме тăрăшатпăр. Çĕршыв тăрăх çулçÿревре, кашни çул Мускавра пулатпăр. Унта музейсем питĕ нумай! Çемье тата çулçÿрев – яланах позитив. Позитив пурнăçра пулăшать.
Читайте нас: