Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
5 Мартӑн 2019, 17:00

Кулянмалла мар, сипленмелле

Ракпа чирленин тĕп сăлтавĕсем тата районта онколог врач патĕнче миçе çын учетра тăни çинчен И.Саетгалиев онколог врач каласа парать

Ракпа чирленин тĕп сăлтавĕсем тĕрĕс мар апатлану (35% таран), туртни (32% таран) пулса тăраççĕ. Вĕсем хыççăн пыраççĕ: вируслă инфекцисем (10% таран), секс факторĕсем (7% таран), сахал хускануллă пурнăç йĕрки (5% таран), профессилле канцеро¬генсем (4% таран), алкоголизм (3% таран), таврари хутлăха варалани (2% таран), онкологипе йывăрланнă наследственность (1% таран), апат хушăмĕсем, хĕвелĕн ультрафиолечĕ тата ионлакан радиаци (1% таран).
Районта онколог врач патĕнче учетра 633 çын тăрать. 2018 çулта 121 чирлĕ çынна регистрациленĕ. Çав шутра 74 арçын, 52 хĕрарăм. Нумайрахăшĕн сывлав, апат ирĕлтерекен органĕсен шыççисене, гинекологи чирĕсене тупса палăртнă. Иртнĕ çулта чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче 26 çынна учета илнĕ, иккĕмĕш тапхăрĕнче – 30, виççĕмĕш – 38, тăваттăмĕш – 25. Арçынсем хĕрарăмсенчен тăтăшрах чирлеççĕ. Чир вăйланăвĕ 50 çултан пуçласа 69 çул таран ÿсĕме тивет.
Тĕрĕс апатлану рак аталанас теветкеллĕхе чылай чакарма пулăшать.
Çу çиессине чакармалла (хускану активлăхĕ яланхи пек чухне, ытти апат-çимĕçпе пĕрле кунне 50-70 грамран ытла мар çу). Ытлашши çу çинин тата сĕт парĕсен ракĕ, хулăн пыршăн ракĕ тата ар парĕн ракĕ аталаннин тăтăшлăхĕ хушшинче тÿрĕ çыхăну (!) тупса палăртнă.
Апатра пахчаçимĕç тата улма-çырла, ÿсентăран клетчатки пулма тивĕçлĕ.
Алкоголь ĕçессине, тĕтĕмленĕ тата нитрит тытса тăракан апат çиессине чикĕлемелле. Тĕтĕмленĕ апатра канцерогенсен пысăк йышĕ тытăнса тăрать. Натри нитричĕ тытса тăракан продуктсене ăшăпа хатĕрленĕ чухне „N-нитрозамин” канцероген пулса тăрать. Нитрозаминсем час-часах пĕвер, апат пырĕн, сывлав системин, пÿре ракĕ патне çитереççĕ. Шыçăсем пуçланса кайнин тата организма лекнĕ нитрозамин хутăшĕсен хисепĕ хушшинче тÿрĕ çыхăну (!) пур, çитменнине тата, вĕсен пĕрре лекнĕ пĕчĕк дозисем тепĕр хут лекнĕ чухне хушăнаççĕ те хăрушă пулса тăраççĕ.
Сигарет туртни ÿпке, çăвар хăвăлĕн, апат пырĕн, шăк хăмпин, пÿре, хырăмай парĕн, варăн, амалăх пырĕн ракĕ тата миелоиднăй çивĕч лейкеми аталанассин сăлтавлă факторĕ пулса тăрать.
Çак тĕслĕхре врач патне каймаллах:
• Ÿт çинчи пигмент пăнчи, тур палли е ÿт çине тухса ларнă пăнчă тĕсне улăштарсан, йĕпенсе тăрсан, кĕçĕтсен е пĕçерсен, унран юн юхсан.
• Тутан, пит çăмартин, шăл тунин е чĕлхен лăймака витĕмĕ çинче таврари сийрен тухса тăракан шурă тĕслĕ кăштăркаллă кăмпа (налет) тупса палăртсан е çăвар хăвăлĕнче вăрахчен тÿрленмен çурăксем тата шыçăсем пулсан.
• Хĕрарăмсем сĕт парĕсене хăйсем тĕллĕн тăтăшах пăхса тĕпчеме тивĕçлĕ. Енчен те çурăк, хытнă сий, чĕчĕ пуçĕ путса кĕнине е лимон хуппине аса илтерекен ÿт, çаплах сĕт парĕн тĕртĕмĕнче хытă вырăн тупса палăртсан, хирург патне каймалла.
• Пăхра юн е пÿр тупса палăртсан е вăл тикĕт пек хура тĕслĕ пулсан.
• Енчен те вар вăрах вăхăт ыратсан, кăмăл пăтрансан, хăстарсан, каппăл ырханлансан тата сăлтавсăрах вăйсăрлăх туйсан.

И. САЕТГАЛИЕВ, онколог врач.
Читайте нас: