Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
18 Декабрӗн 2018, 15:59

Яла врачсем кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов студент-медиксемпе тĕл пулнă

Яллă вырăнта ансăр специальноçлă врачсене пурлăхпа хавхалантарĕç. Çакăн çинчен "Сывлăх сехетĕнче" республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров каланă. Вăл çак тĕллевпе бюджетра çитес çула 125 миллион тенкĕ укçа хывнине палăртнă. Çакă район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов студент-медиксемпе тĕл пулмалли сăлтав пулса тăчĕ.


Халĕ Пушкăрт государство медицина университетĕнче пирĕн районтан 53 çамрăк вĕренет, çав шутран 15-шĕ - студентсем хатĕрлемелли тĕллевлĕ программăпа. "Целевиксем" вĕренме кĕнĕ чухне договор тунă медицина учрежденийĕнче виçĕ çул ĕçлесе татма тивĕçлĕ. Вăл вуз пĕтернĕ хыççăн пĕр уйăх хушшинче малтан калаçса татăлнă должноçе ĕçлеме вырнаçмасан, унăн больница ăна стипенди тата социаллă тÿлевсем парса тăкакланă суммăна тавăрма кăна мар, договор условийĕсене пурнăçламаншăн штраф та тÿлемелле пулать.


Зуфар Явдатович Аургазă районĕн инфраструктури лайăх аталанни, ăна малалла аталантарма лайăх

перспективăсем пурри çинчен каларĕ. Шкулсем, ача сачĕсем пур, çулсем тата фельдшеракушер пункчĕсем тăваççĕ. Çитес çулта физкультура-сывлăха лайăхлатмалли комплекс пулса тăрĕ. Ялта "Земство тухтăрĕ", "Çурт комплекчĕ" тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ, вĕсем çурт-йĕр туянма пулăшĕç. Ултă çул хушшинче 37 врач земство тухтăрĕ пулса тăнă, çав шутран 27-шĕ паян кунччен ял çыннисен сывлăхне сыхлать.

Çак программăна пурнăçа кĕртме 2019 çулта республика бюджетĕнчен тата 50 млн тенкĕ укçа уйăрса парĕç.


- Районта аслă медицина пĕлĕвĕллĕ çамрăк специалистсем кирлĕ. Вĕсем пирĕн 40 процента яхăн

шутланса тăраççĕ, çак кăтарту çывăх вăхăтра ÿсĕ тесе шанса тăратăп, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.


Яллă вырăнта медиксене хуларинчен нумайрах тÿлени çинчен студентсене лайăх хыпар пĕлтерчĕç. Аургазăри врачсен вăтам ĕç укçи 54 пин тенкĕ, районĕпе - 27. Лайăх ĕç укçине "май уйăхĕнчи указсемпе" килĕшÿллĕн врачăн вăтам ĕç укçи регионти вăтам ĕç укçинчен (республикипе - 30,975 пин тенкĕ) 180% çитме тивĕçлипе ăнлантарса пама пулать.


Анчах тивĕçлĕ ĕç укçи илме пуçличчен тин тухтăр пулса тăнă çыннăн опыт тата стаж пухмалла-ха. Сăмах май, пысăк хуласемпе танлаштарсан, ял больницинче карьера "пусми" тăрăх хăвăртрах хăпарма пулать. Толбазăри районăн тĕп больницин главнăй врачĕн заместителĕн Нурия Валиеван сăмахĕ тăрăх, халĕ района ортопед-травматолог, участокри икĕ терапевт, участокри педиатр тата стоматолог кирлĕ.


Студентсене "целевиксем" çинчен, çара илессине каярах куçарни çинчен, вырăнти сывлăх сыхлав шучĕпе ординатурăра вĕренесси çинчен ыйтусем хумхантарчĕç.


Çамрăк врачсем района килессине вăхăт кăтартĕ.Студентсемпе тĕлпулу вара вĕсем хăйсен тăван районне юратнине, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем хăйсен туртăмне тăван енре шырама тахçанах шутласа хунине кăтартрĕ.



"Республикăра врачсем тĕлĕшпе лару-тăру пит йывăр пулнине палăртатăп. Кунта пĕчĕк утăмсем çеç тумалла мар, ĕçлемелле. Эпĕ çак темăран хăпмăп. Пилĕк пин ачана пĕр педиатр тивнĕ тĕслĕхсем те пур. Çакă питĕ начар".

Радий Хабиров, ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.

Комментари
Анжела ДАНИЛОВА, Бишкаин ялĕнче çуралса ÿснĕ:
- Эпĕ невролог врач специальноçпе иккĕмĕш çул ординатура иртетĕп. Тĕлпулура эпĕ ялта ĕçленĕ вăхăтра паракан çăмăллăхсем çинчен пĕлтĕм. Çамрăк кадрсене уйăракан çакăн пек тимлĕх тата льготăсем, паллах, савăнтараççĕ. Анчах мана ытларах наука ĕçĕ илĕртет. Малашлăхра аспирантурăна вĕренме кĕме планлатăп.

Читайте нас: