Нумаях та пулмасть район больницинче пултăм. Санитарка пире бахила тÿлевсĕр пачĕ, вĕсене тăхăнмаллах терĕ. Эпĕ тĕлĕнтĕм, унччен вĕсене туянаттăмăр вĕт. Тĕрĕссипе мĕнле пулмалла?
Территорири Росздравназдор руководителĕ Динара Гашимова хуравлать.
- Государство медицина учрежденийĕсенче бахила тÿлевсĕр памалла. Енчен те йышăну санитари-эпидемиологи нормисене пăхăнма хистет пулсан, пациента бахилăпа тивĕçтерме тивĕçлĕ. Ăна государство медицина учрежденийĕсенче сутни закона хирĕçле ĕç пулать.