Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
13 Декабрӗн 2018, 18:20

Пулăшăр-ха...

Аургазăсем васкавлă пулăшу мĕнле чĕнеççĕÇавăн çинчен васкавлă пулăшу сотрудникĕ каласа пачĕ.

Пĕлтерĕшлисемсĕр пуçне çынсем васкавлă пулăшу чĕнтерме тĕрлĕрен сăлтавсем шухăшласа тупаççĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем.
Пĕррехинче диспетчерскине çамрăк арçын шăнкăравларĕ, пĕр эрне тăршшĕне ĕçке путнă хыççăн пуçĕ ыратнă пирки. Таблетка ĕçме вăл ÿркеннĕ, экстреннăй номерпа шăнкăравлама ансатрах вĕт. Фельдшер пырса кайнă хыççăн «чирлĕ çын» çывăрса илнĕ, анчах сывалса çитеймен. Унтан тепĕр хут шăнкăравларĕ:
- Эпĕ çывăрса тăтăм, ман малалла мĕн тумалла? Килĕр мана сиплеме! – сĕмсĕррĕн тата тÿрккес ыйтрĕ вăл.
Пациентсем çаплах йывăр халра пулнипе те хăратма юратаççĕ. Килсе çитсен нимĕн хăрушши те çукки паллă пулать.
Хăшпĕрисене никампа калаçма. Вĕсен шутне ватă çынсем кĕреççĕ, вĕсем пĕччен пурăнаççĕ, тăванĕсем килсе çÿремеççĕ. Ял çыннисен «мана больницăна илсе кайăр» текен категорийĕ те пур. Юн пусăмĕ пысăк пулнă пирки ÿпкелешекен кинеми патне тухса каятăн, вăл вара пакетсемпе кĕтсе тăрать:
- Хĕрĕм, манăн больницăна каймалла, больницăна! – хурлăхлă калать вăл. Малтанхи медицина пулăшăвĕ илессине кăмăллăн хирĕçлет. Сотрудниксем хăйсен çакăн пек пациенчĕсене сăн-питрен пĕлеççĕ. Вĕсен сиккелекен куç, кĕçĕтекен алă е çурăм пирки хăйсен ÿпкелешĕвĕсем те пур.
Васкавлă пулăшу экстреннăй пулăшу парать, сиплемест. Çавăн çинчен, хисеплĕ аургазăсем, манса ан кайăр!
Читайте нас: