Республикăри клиника онкологи диспансерĕн специалисчĕсем 2018 çулта диспансеризаци иртме тивĕçлĕ хĕрарăмсене маммографи ирттереççĕ. Вунă кун хушшинче, декабрĕн 13-мĕшĕччен, 543 çын тĕрĕслев иртме тивĕçлĕ.
- Результачĕсене район поликлиникин медицина профилактикин 51 №лĕ кабинетне парĕç, - терĕ главнăй врач заместителĕ Нурия Валиева. – Нормăран пăрăннине тупнă тĕслĕхре участоксенчи терапевт врачсем малашне сиплев палăртĕç.
Ял çыннисене çакăн пек профилактика пулăшăвне çитес çулта та парĕç.