Çак рубрикăпа медицина училищин ĕнерхи студенткин, халĕ вара медицинăри çамрăк специалистăн, хăйĕн профессийĕ çинчен шухăшĕсем, каласа панисем пичетленĕç. Медработника пациент айккинчен мĕнле курăнни çинчен, шурă халатлă çынсем эпир хисепленине кĕтеççĕ-и - çакăн çинчен пĕлĕпĕр. Çаплах тавлашуллă хăшпĕр ыйтусен хуравĕсене пĕлме пултарăпăр. Тĕслĕхрен, чĕнтерсе илнĕ "васкавлă пулăшу" ĕçченĕсем çурта кĕнĕ чухне бахила тăхăнма тивĕçлĕ-и? Вулакансене "Çырса пынисем" килĕшессе шанса тăратпăр.
Хĕлле. Кăнтăр вăхăчĕ. Урамра тăман вĕçтерет. Васкавлă пулăшăвăн диспетчер пунктĕнче телефон сасси
- Алло, кунта, çуртсем хушшинче, арçын ăнсăр выртать, хăй юнланса пĕтнĕ, - илтĕнет трубкăра ача
"Çапла çеç ан пултăр..." - хăраса кайрăм эпĕ. Фельдшерта ĕçлеме тытăннă пĕрремĕш кунсем вĕт. "Акă,
мана мĕнле-тĕр криминаллă ĕç лекрĕ пулас. Тен, ĕçнĕ, çапăçнă, халĕ вара юр çинче выртать, "- шухăшлатăп
Ачасем каланă вырăна водительпе тухса кайрăмăр. Урамра юр вĕçтерет, курăнаслăх начар. Шыраса
тупаймăпăр ĕнтĕ тесе шухăшларăм. Анчах водитель, шанчăка çухатмасăр, урамсен периметрĕпе çине тăрса
- Нимех те мар, чирлĕ çынна пурпĕрех тупăпăр, - хавхалантарчĕ вăл мана. Темиçе минутран эпир инçетре
арçын мĕлки асăрхарăмăр. Сулкаланса пынă тăрăх тÿрех эпир ăна шыранине ăнланса илтĕмĕр. Эппин, тăна кĕнĕ. Ун патне пырса çитсен реанимобиле ларма ыйтрăмăр, анчах вăл кăмăллăн хирĕçлерĕ: нимех те мар, хамах утса çитĕп, имĕш.
- Анчах суранна пурпĕрех ĕçлесе тухмалла, пăх-ха, çамкунтан юн мĕнле юхать! Машинăна хăвăрт кăна кĕрсе
лар, - приказ панă пек каларăм эпĕ. Çак вăхăт тĕлне эпĕ кăшт та хăрамарăм. Хам вара, вăл ĕçнине е ĕçменнине пĕлес тесе, систермесĕр шăршă пĕлме тăрăшрăм. Тĕлĕнмелле, алкоголь шăрши сисĕнмест, тата вăл хăйне урă пек тытать...
- Мĕн пулчĕ вара? - кăсăкланатăп эпĕ.
- Утса пыраттăм, сасартăк ÿксе кайрăм, унтан нимĕн те астумастăп, - тет вăл.
Чĕлхине кăтартма ыйтрăм. Ун çинче шăл йĕрĕсем питĕ лайăх палăрса тăраççĕ. Манăн шикленÿ тÿрре тухрĕ - çамрăк çынна тытса пăрахнă. Вăл таблетка ĕçменни паллă пулчĕ, çавăнпа ăна тытса пăрахнă та. Больницăна
кайма, килне леçсе хăварма сĕннипе те вăл килĕшмерĕ. Хăйĕн чирĕ çавăн пек палăрнине хăнăхнă пулас.
Ачасем маттур, сыхă пулнă, юнланнă çынран хăраман - "васкавлă пулăшăва" шăнкăравланă. Хăшпĕр чухне
çитĕнсе çитнисем хушшинче те çакăн пек çынсене алкоголик, бомж тесе йăнăш шутлакан, вĕсем патне пыма
йĕрĕнекен чунсăр çынсем тĕл пулаççĕ. Çитменнине: "Тата тепĕр ĕçкĕçĕ çул çинче выртать, иртсе кайма май
памасть", - тесе мăкăртатаççĕ.