Пур хыпар та
Çырăнтару
22 Майӑн 2021, 12:15

„Аургазă хыпарçи” парнисем

Пирĕн хаклă подписчиксем, район хаçачĕн вулаканĕсем!„Аургазă хыпарçи” хаçат редакцийĕ пирĕн изданине çырăнса илекенсем хушшинче акă миçемĕш çул ĕнтĕ призсем вылятать. Хальхинче эпир кашни çуртра тата хуçалăхра кирлĕ призсем хатĕрлерĕмĕр.

Тĕп призсем хушшинче – сад сакки (туса хатĕрлекенĕ „Аургазымонтажсервис” ООО), электричество мясорубки („Moulinex” суту-илÿ марки), блендер („DEXP”), электричество чейникĕ (2 л, „TECH”), кĕтеслĕ шлифовкăлакан машина (болгарка), пĕр михĕ сахăр (Журавлев ХФХ).
Çаплах садра усăланмалли шланг (30 метр, поливинилхлорид), Турцинче туса кăларнă алшăлли пуххи, „Юлдаш” строительство магазинĕнчен пĕр пин тенкĕлĕх парне сертификачĕ, салат валли хупăлчаллă савăт пуххи, стена çине çакмалли сехет, барбекю валли пысăк решетке, вазон тата почта ещĕкĕ.
Призсен вылявĕн участникĕ пулас тесен, „Аургазă хыпарçи” хаçата 2021 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче (ултă уйăхран кем мар) илсе тăма çырăнмалла. Квитанци копине редакцин реклама пайне илсе килмелле (Толбазă ялĕ, Первомайская урамĕ, 10, 1-мĕш хут). Электронлă адреспа та ярса пама юрать: [email protected]. 2021 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхне çырăнтару кампанийĕн итогĕсем тăрăх призсен вылявĕ 2021 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче иртет.
Çырăнăр! Вылява хутшăнăр! Выляса илĕр! Ăнăçу сунатпăр!
„Аургазă хыпарçи” редакцийĕ.
Читайте нас: