Аургазă хыпарçи
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çырăнтару
5 Нарӑсӑн 2021, 11:30

Çырăнма ĕлкĕр!

Пушкăртстанра 2021 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхне срокчен çырăнтару кампанийĕ пуçланнă.

Республикăра пурăнакан çынсем вăхăтăн тухакан кăларăмсене, çав шутра район хаçатне те, иртнĕ çулхи хаксемпе çырăнма пултараççĕ. Акци мартăн 31-мĕшĕччен пырĕ. Юратнă хаçат-журнала республикăри почта уйрăмĕсенче пуринче те çырăнма пулать, çаплах podpiska.pochta.ru сайтра онлайн мелпе те.
Россия Почти „Ырăлăх йывăççи” ыркăмăллăх акцине 5 çул ирттерет ĕнтĕ. Сÿрĕк мар çынсем ыркăмăллăх çырăнтарăвне хутшăнса интернат-шкулсенчи тата ача çурчĕсенчи ачасене, ваттисен çурчĕсенчи çулланнă çынсене хаçат-журнал çырăнса пама пултараççĕ. Акцине podpiska.pochta.ru/derevo-dobra/region сайтра тата почта уйрăмĕсенче хутшăнса нушаланакансене пулăшма пулать.
Читайте нас: